Ҫанталӑк шӑрӑх тӑнӑ май вӑрмансенче пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк. Патӑрьел тата Шӑмӑршӑ районӗсенче пушар тухас хӑрушлӑха 5-мӗш класс тесе палӑртнӑ. Республикӑри чылай районта вара — 4-мӗш класс.
Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫакнашкал шӑрӑх ҫанталӑк ҫӗртмен 9-мӗшӗччен тӑрӗ. Аса илтерер: пӗлтӗрхи шӑрӑх Чӑваш Енри тӑватӑ района шар кӑтартнӑччӗ: Патӑрьел, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Елчӗк районӗсене. Ун чухне, утӑ уйӑхӗнче, 21 районта инкеклӗ режима палӑртнӑччӗ.
Шӑрӑх ҫанталӑка пулах хӑвӑрт утас енӗпе иртекен Раҫҫей чемпионатне те каярах куҫарнӑ. ЧР Сывлӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗвел ҫинче нумай вӑхӑт пулакансем пульницӑна самай пыраҫҫӗ. Чылайӑшӗ ҫанталӑка пӑхмасӑрах йӑран ҫинче чакаланать-мӗн.
Патӑрьел районӗнчи Еншик ялӗнче пурӑнакансем хӑйсен вӑйӗпе Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ ентешӗсене асӑнса часавай ҫӗкленӗ. Ялта тепӗр часавай та пур-ха. Унпа тӗрлӗ халап ҫыхӑннӑ. Мӗнлисем?
Пысӑках марскер пӗр ӗмер кӑна лармасть-мӗн. Кунти халӑх каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, тахҫан, патша вӑхӑтӗнче, ялти пӗр каччӑна ҫара илсе кайнӑ. Ун чухне 25 ҫул ҫак тивӗҫе пурнӑҫламалла пулнӑ. Еншикре ҫуралса ӳснӗ Николай Кляжев каланӑ тӑрӑх, каччӑ салтака каяс умӗн ҫав вырӑнта юман юпа лартнӑ. «Эпӗ таврӑниччен ҫак юпа ӳкрӗ тӗк эпӗ килессе ан кӗтӗр», — тенӗ вӑл имӗш. 25 ҫул иртнӗ. Каччӑ киле чиперех таврӑннӑ, юпа ҫаплипех ларнӑ-ха. Хайхискер юпа вырӑнне часавай тума шухӑшланӑ.
Ҫавӑнтанпа каччӑсем салтака каяс умӗн кунта килсе тимӗр укҫа пӑрахса хӑвараҫҫӗ. Часавайпа ҫумӑн ҫӑл чавнӑ. Вӑл шӑрӑх ҫанталӑкра та типмест-мӗн.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ял хӑйӗн чылай ывӑлне ҫухатнӑ. Вӗсене асӑнса ҫӗнӗ часавай тума тӗллевленнӗ. Унта — фронтран таврӑнманнисен ячӗсем. Ҫапӑҫу хирӗнче, тылра пуҫ хунисен ячӗсем — уйрӑм.
Ҫак часавая Еншикре ҫуралнӑ пӗр ҫын пуҫарӑвӗпе тума шухӑшланӑ.
Патӑрьел районӗнче «Чи лайӑх вӑрман касакан — 2014» професси ӑсталӑхӗн республикӑри VII конкурсӗ иртнӗ.
Ӑмӑртӑва Чӑваш Енӗн темиҫе министерстви тата предприяти пӗрле пулса йӗркеленӗ. Ҫав шутра — Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн, унсӑр пуҫне Ҫутҫанталӑк тата экологи министерствисем, «Инструментсен тӗнчи» тулли мар яваплӑ общество тата вӑрман хуҫалӑхӗн предприятийӗсем.
Конкурса вӑрман хуҫалӑхӗсен предприятийӗсенче тата Канашри вӑрман хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакансенчен пӗрисем, пурӗ 11 ҫын, хутшӑннӑ.
Ӑмӑртӑва икӗ тапхӑрпа йӗркеленӗ. Шӑмӑршӑри вӑрман хуҫалӑхӗнче йывӑҫа касассипе тупӑшнӑ. Иккӗмӗш тапхӑрне йӗркелеме Патӑрьеле куҫнӑ. Унта вӑрман касакансен пӑчкӑ сӑнчӑрне ылмаштарас, тӗрлӗ майпа тата тӗрӗс касас енсемпе, турат иртессипе тупӑшма тивнӗ.
Паянтан пуҫласа республикӑри районсенче чӑвашсен тӗп уявне — Акатуя — паллӑ тума пуҫлӗҫ. Кӑҫал старта Канаш районӗ пӗрремӗш тухӗ.
Акӑ Акатуй ирттермелли график.
Акӑ график:
1. Канаш районӗнче ҫӑвӑн 30-мӗшӗнче 10:00 сехетре Асхва ялӗнчи «Урожай» стадионта иртет.
2. Йӗпреҫ районӗнче ҫӑвӑн 31-мӗшӗнче 11:00 сехетре Йӗпреҫри культурӑпа кану паркӗнче пулӗ.
3. Красноармейски районӗнче ҫӗртмен 1-мӗшӗнче 10:00 сехетре Красноармейскинчи «Факел» стадионта иртет
4. Комсомольски районӗнче ҫӗртмен 7-мӗшӗнче 10:00 сехетре (Сабантуй) Урмаел ялӗнче пулӗ.
5. Улатӑр районӗнче — ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 10:00 сехетре Явлей ялӗнче.
6. Элӗк районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 11:00 сехетре Тури Татмӑш ялӗнче пулать.
7. Патӑрьел районӗнче ҫӗртмен 12-13-мӗшӗсенче 10:00 сехетре Шӑнкӑртам ялӗнче иртет.
8. Вӑрнар районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 10:00 сехетре Вӑрнарти «Химик» стадионта иртет.
9. Куславкка районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче (Акатуй) 11:00 сехетре Куславккара Атӑл хӗрринче пулӗ.
10. Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 10:00 сехетре Ишеккасси ялӗнче пулать.
11. Муркаш районӗнче ҫӗртмен 12-мӗшӗнче 11:00 сехетре Лантӑш ялӗнче иртет.
Ҫу уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Ыхраҫырми ял тӑрӑхӗн халӑхӗ ҫурхи ӗҫсене вӗҫлесен йӑлана кӗнӗ «Акатуй — Сабантуй» уявне паллӑ тунӑ. Ыхраҫырми тата Чӑваш Ишекӗ ҫыннисем, хӑнасем лапама пухӑннӑ.
Малтанах уява пухӑннисене Патӑрьел район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Валерий Краснов, Ыхраҫырми ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Альфрит Айбетов, Патӑрьел районӗнчи депутатсен пухӑвӗн депутачӗ, тутар ялӗсен Пӗтӗм Раҫҫейри ассоциацийӗн председателӗ Решит Санзяпов тата ыттисем саламланӑ.
Яланхи пекех ҫак уявра ӗҫре пысӑк ҫитӗнӳсемпе палӑрнӑ ҫынсене чысланӑ. Ял хуҫалӑх производствин ӗҫченӗсем, ял тӑрӑхӗнчи ытти тытӑмра вӑй хуракансем, хастар ҫынсем Хисеп хутне, Дипломсене, Тав ҫырӑвӗсене, парнесене тивӗҫнӗ.
Вырӑнти пултарулӑх ушкӑнӗ, Ыхраҫырми шкулӗн ташӗ ушкӑнӗ, Хусантан килнӗ артистсем «Акатуй — Сабантуй» уявне пухӑннисене юрӑ-ташӑпа савӑнтарнӑ.
Уявра кашниех тӗрлӗ конкурса, вӑййа хутшӑнма, вӑй виҫме пултарнӑ. Кире пуканне йӑтасси, наци тата ирӗклӗ кӗрешӳсем каҫченех пынӑ.
Патӑрьел районӗнчи Первомайски вӑтам шкулӗнче хӑнара паян чӑваш писателӗ, вӑл тӑрӑхра ҫуралса ӳснӗ Михаил Юхма пулнӑ. Вӑл ачасемпе тӗлпулу ирттернӗ.
Вӗренекенсем ҫыравҫӑн пурнӑҫепе тата пултарулӑхӗпе кӑсӑкланнӑ май ыйту ҫине ыйту пачӗҫ тесе хыпарлать Первомайски ял тӑрӑхӗ.
«Сӑмах май, ака уйӑхӗнче паллӑ ҫыравҫӑ 78 ҫул тултарнине паллӑ тунӑ. Ҫав-ҫавах мӗн пуррипе ҫырлахмасть иккен, малалла та ҫавӑн пек хавхаланса ӗҫлес, вулакансене ҫӗнӗ хайлавсемпе савӑнтарас туйӑмпа пурӑнать», — тесе хыпаралаҫҫӗ унтисем.
Тӗлпулура ачасемпе вӗрентекенсем Юхман чӑвашла тата вырӑсла пичетленсе тухнӑ кӗнекисемпе паллашнӑ, сутӑн илсе вулас текенсем те тупӑннӑ.
Юлашкинчен ҫыравҫӑпа пӗрле асӑнмалӑх сӑн ӳкерӗннӗ.
Ҫу уйӑхӗн 16–18-мӗшӗнче Атӑлӑн йӑлӑм енче ҫамрӑк экологсен слечӗ иртнӗ. Мероприятие «Сӑрҫи» заповедник, «Эткер» центр тата ЧР Ҫамрӑксен экологи дружини йӗркеленӗ.
Слета 5 команда хутшӑннӑ: Патӑрьел, Вӑрнар, Муркаш районӗсенчен тата Шупашкар хулинчен. Ҫамрӑк экологсем виҫӗ кун тупӑшнӑ. Вӗсем театрализациленӗ сценкӑсем кӑтартнӑ. Ачасем экологи сукмакне тунӑ. Палӑртнӑ маршрутра вӗсем ҫутҫанталӑк объекчӗсене шыранӑ, вӗсем пирки экскурсантсене каласа кӑтартнӑ. Жюри членӗсем валли экскурси ирттернӗ.
Йывӑр конкурссем те пулнӑ. Ачасен экологири, биологири пӗлӳ шайне тӗрӗсленӗ. Слетра ачасен тӗпчев ӗҫӗ хатӗрлесе ӑна хӳтӗлемелле пулнӑ.
Муркаш районӗнчи Юнкӑри С.М.Михайлов ячӗллӗ шкул ҫумӗнчи Ачасен пултарулӑх ҫурчӗн «Foresters» команди ҫӗнтернӗ. Патӗрьел районӗнчи Ҫӗньял шкулӗн команди иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Шупашкарти «Карӑш» экологипе биологи центрӗн команди виҫҫӗмӗш пулнӑ.
Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртампа Шупашкар районӗнчи Янту ялӗсене кӑҫал пӗтӗмӗшле тата пур енлӗ аталантарӗҫ. Кун пирки Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Павлов Чӑваш Ен Элтеперӗ Правительство членӗсемпе ирттернӗ канашлура пӗлтернӗ.
Асӑннӑ ялсене конкурс ирттерсех суйласа ирттернӗ. Тепӗр майлӑ каласан, хӑйсен тӑрӑхӗсене аталантарма хыснаран укҫа-тенкӗ илес шухӑшлисем татах пулнӑ-ха. Анчах тупра пурне те харӑс лекеймӗ. Кӑҫал, ав, Шӑнкӑртампа Янтӑва суйланӑ. Вӗсене пӗтӗмпе 81,6 миллион тенкӗ тивӗҫӗ. Ӑна вӗсем ялсене тӗрлӗ енлӗн аталантарма ярӗҫ. Шупашкар районӗнчи Ҫӗньял ял тӑрӑхӗнчи Янту ялӗн сӑн ӳкерчӗкӗ тӑрӑх хакласан, урамра вак чул та пулин сарсан аван. Сарӗҫ те-и тен...
Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шӑмӑршӑ районӗнче «Ҫулталӑк призывникӗ» конкурс иртнӗ. Мероприятие «Фламинго» ташӑ ушкӑнӗ пуҫланӑ.
Карапай Шӑмаршӑ тата Пуянкасси ял тарӑхӗсенчи ултӑ призывник ҫар тивӗҫне пурнӑҫлама хатӗррине ҫирӗплетнӗ. Патӑрьел тата Шӑмӑршӑ районӗсенчи ҫар комиссариачӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Петр Иванов пулас салтаксене ӑнӑҫу суннӑ. Призывниксем ҫак кун пӗр минут шӑп тӑнӑ хыҫҫӑн Ҫӗнтерӳ паркӗнчи палӑк патне гирлянда хунӑ.
Пулас салтаксем автомата сӳтсе пуҫтарнӑ, противогаз тӑхӑннӑ, 16 килограмлӑ кире пуканне икшер йӑтнӑ.
«Ҫулталӑк призывникӗ» конкурсра Николай Шиллер (Шӑмӑршӑ шкулӗ) 1-мӗш, Алексей Сергеев (Карапай Шӑмӑршӑ шкулӗ) — 2-мӗш, Никита Яковлев (Карапай Шӑмӑршӑ шкулӗ) — 3-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ.
Сӑнсем (15)
РФ Президенчӗн Владимир Путинӑн Хушӑвӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Енри ултӑ ҫемье «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орденсене тата медальсене тивӗҫнӗ.
«Ашшӗ-амашӗн мухтавӗ» ордена Куславкка районӗнчи Маркидановсем тата Улатӑрти Савенковсем тивӗҫнӗ. Тепӗр тӑватӑ ҫемьене «Ашшӗ-амӑшӗн мухтавӗ» орден медальне панӑ. Вӗсем — Патӑрьел районӗнчи Бурчаклысем, Ҫӗнӗ Шупашкарти Григорьевсем, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Егоровсем тата Вӑрмар районӗнчи Силлеровсем (вӗсем пирки нумай пулмасть хыпарланӑччӗ).
Ҫак ҫемьесем ачасене воспитани парас ӗҫе пысӑк тӳпе хывнӑ. Акӑ Маркидановсен 7 ача, Савенковсен вара — ытларах. Хӑйсем те, ашшӗ-амӑшӗсем, сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑнаҫҫӗ, ачисемшӗн ырми-канми тӑрӑшаҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.09.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Симаков Александр Иванович, живописец ҫуралнӑ. | ||
| Ямаш Владимир Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |